Канаш округӗнче ӗнӗр каҫхине 30 ҫулти арҫын фура айне пулса вилнӗ.
Вӑл Елчӗк округӗнчен пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхи 8 сехет тӗлӗнче арҫын «зебрӑпа» каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине фура пырса кӗнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ун чухне чарӑнура автобус тӑнӑ. Арҫын унта васкама пултарнӑ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа тӗпчет.
Ӗнер, кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче, Канаш хулинче лавккана Хӗл мучи тумне тӑхӑннӑ арҫын кӗнӗ те лавкка хуҫине персе пӑрахнӑ. Унччен маларах лавкка хуҫи Хӗл мучипе селфи ӳкерӗннӗ. Кайран Хӗл мучи тумӗ айӗнчен пистолет кӑларса сентре патӗнче тӑракан 54-ри арҫынна персе пӑрахнӑ та тухса тарнӑ.
Арҫынна Росгварди ӗҫченӗсем Канаш округӗнчи пӗр ялта тытса чарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тытса чарнӑ арҫын лавкка хуҫине парӑмшӑн вӗлернӗ.
Канаш округӗнчи Энтрияль ялӗнче пурӑнакансене Хӗл мучипе Юр пике саламлама тухнӑ. Уяв асамҫисем ялта пурӑнакансене ҫитес ҫулта ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ пулма суннӑ.
Ҫынсем Хӗл мучипе Юр пикене хаваслӑн кӗтсе илнӗ, вӗсен саламӗсене кӑмӑлтан йышӑннӑ. Ачасем сӑвӑ каласа панӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ. Хӗл мучи вара пурне те пылак парнесемпе хӑналанӑ.
Ӗнер Канаш мунициапллӑ округӗнчи «Ҫеҫпӗл» центрӑн концеренц-залӗнче Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекене хӗтлама пуҫтарӑннӑ.
Асӑнна кӑларӑм авторӗ — Сергей Павлов. Сергей Лукиянович асӑннӑ тӑрӑхри Ушанар ялӗнче ҫуралнӑ.
«Кам-ши вӑл, Ҫеҫпӗл? Кто он, Сеспель?» Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.
Канаш округӗнчи участковӑй Сергей Ипатьев республика шайӗнчи «Халӑх участковӑйӗ» конкурсра ҫӗнтерсе Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗленӗ. Вӑл 954 сасӑ пухса 47-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Белгород облаҫӗнчи Сергей Наумов участковӑй тухнӑ.
Сергей Ипатьева вара, республика шайӗнче 4 хут ҫӗнтернӗскере, кӗҫех ҫӗнӗ служба машини – «Нива Тревел» – парӗҫ.
Канаш хулин пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов отставкӑна кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл темиҫе кун маларах хӑйӗн ҫумӗпе Валерий Черновпа паллаштарнӑ. Шӑпах вӑл халӗ хулапа пӗрлештернӗ Канаш округӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.
Сӑмах май, ку пукан ҫине икӗ ҫынран пӗри ларма пултарнӑ: Валерий Чернов е Наталия Суркова. Валерий Чернов вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 23 ҫул ӗҫленӗ.
Чӑваш Енри коммунистсем Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Хурапыр ялӗнче Сталин бюстне вырнаҫтарнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орден кавалерӗн Ефим Николаевич Дадюковӑн килӗ умне лартнӑ.
Бюста Николай Шемякин скульптор Дадюков мӑнукӗн укҫипе хатӗрленӗ. Округри коммунистсем те пулӑшу кӳнӗ.
Сӑмах май, Сталинӑн тепӗр бюсчӗ Канаш округӗнчи Вӑтапуҫ ялӗнче пур. Вӑл Шемякин килӗ умӗнче вырнаҫнӑ.
Канаш округӗнчи Катек ялӗнче тилӗ виллине тупнӑ. Ҫавӑнпа унта карантин пулнине палӑртнӑ.
Ялта тилӗ виллине тупсан ӑна республикӑри ветеринари лабораторине тӗрӗслеме янӑ. Чӗрчунӑн урнӑ чир пулни ҫирӗпленнӗ.
Инфекци тупӑннӑ вырӑнта ветеринари специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем инфекци малалла ан сарӑлтӑр тесе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енре «Чи лайӑх участковӑй» кам пулса тӑнӑ? Каллех Сергей Ипатьев. Вӑл ҫак ята тӑваттӑмӗш хут тивӗҫет.
Полици майорӗ Сергей Ипатьев - Канаш округӗнчен. Вӑл – 34 ҫулта, участковӑйӗнче 12 ҫул ӗҫлет. Сӑмах май, конкурса 2011 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Пӗр ҫын унта 4 хут ҫӗнтерни пулман.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, РФ Журналистсен тата Писательсен союзӗсен пайташӗ Галина Антонова (литературӑри псевдонимӗ — Галина Матвеева) Канаш районӗнчи Ушанарти библиотекӑра тӗлпулу ирттернӗ.
Ҫыравҫӑпа тӗл пулма Ушанарта, Малти Тукайра, Ҫӗнӗ Чалкассинче тата Иккӗмӗш Хурамалта пурӑнакансем пуҫтарӑннӑ. Галина Алексеевна хӑйӗнпе кӗскен паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |